Шупашкарти ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансене ҫуллахи вӑхӑтра унчченхинчен урӑхларах апатлантарма йышӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра ашшӗ-амӑшӗ хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенсем ачасен ҫуллахи менюне епле йӗркелессине палӑртма тӗв тунӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен чылайӑшӗ рационта пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла кирлӗреххине пӗлтернӗ. Ҫапла вара тӑварлӑ купӑстаран, хӗрлӗ кӑшмантан, тӑварлӑ хӑяртан хатӗрленӗ салатсем вырӑнне чӗрӗ хӑяр-помидор салачӗсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗлӗх ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пурнӑҫа кӗнӗ. Ҫулла ӑш хыпнине кура ачасене улма-ҫырла сӗткенӗсем пама тытӑннӑ.
Шупашкарти ача пахчисенче тӑватӑ хутчен апатлантараҫҫӗ. Рациона ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтне кура ылмаштарса пыраҫҫӗ.