Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Геннадий Волковӑн «Кил илемӗ» кӗнеки пичетленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.05.2018 17:43 | 2702 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче этнопедагогикӑна никӗсленӗ паллӑ педагогӑн Геннадий Волковӑн «Кил илемӗ» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна иккӗмӗш хут ӗнтӗ пичетлеҫҫӗ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче калӑпласа кӑларнӑ.

«Кил илемне» пысӑках маи калавсемпе юмахсем кӗнӗ. Вӗсем урлӑ автор тӑван халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлне, ӑрусен ҫыхӑнӑвне, ҫемье хакне кӑтартаҫҫӗ. Пӗчӗккисене вӑл аслисене, ашшӗ-амӑшне, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме вӗрентет. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсенче асра юлакан сюжетсем, ваттисем сӑмахӗсем, ӑнланмалла чӗлхе тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.

Кӗнеке тиражӗ — 1000 экземпляр.

Геннадий Никандрович Волков Волков — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), СССР тата Раҫҫей шайӗнчи академик; ҫыравҫӑ. 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

#кӗнеке издательстви, #кӗнекесем, #культура, #Елчӗк районӗ, #Аслӑ Елчӗк

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.05.09 00:28
Э-эХ!, темелли кăна юлать пирĕн: тав туса та, хурланса та, савăнса та виçме çук пысăк ĔÇЧЕНЕ, ГЕННАДИЙ НиКАНДРОВИЧ ВОЛКОВА асăнса! Шупашкарта унăн палăкне те уçни сум хушĕччĕ ЧĂВАШ ЕНЕ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем