Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Яла ӗҫлеме каякан ҫамрӑк тухтӑрсене — 1 миллион тенкӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleftina 27.12.2011 20:50 | 1764 хут пӑхнӑ

Ҫамрӑк тухтӑрсем яла ӗҫлеме каясшӑн. Хальлӗхе 60 ытла ҫын «Земски тухтӑр» программӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Патӑрьел, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсенче ӗҫлесшӗн. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, анчах ҫӗршывӑн ытти тӑрӑхӗсенче вӑй хуракан ҫамрӑк тухтӑрсем те тӑван ене ӗҫлеме таврӑнасса пӗлтернӗ. Яла кайма вӗсене патшалӑх 1 миллион тенкӗ парса пулӑшни хавхалантарать. Шанӑҫа ҫамрӑк ӑстасен 5 ҫул ӗҫлесе тӳрре кӑлармалла. Укҫана ҫурт-йӗр тума е туянма тата ытти ыйтусене татса пама усӑ курма юрать. Раҫҫейре программа 2012-мӗш ҫултан ӗҫлеме пуҫлать. Унта 35 ҫула ҫитмен аслӑ пӗлӳллӗ медицина ӗҫченӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа патшалӑх ҫамрӑксене яла илӗртес тӗллевлӗ. Паянхи кун республикӑри ялсенчи сывлӑх учрежденийӗсене тухтӑрсем 19 процент таран ҫитмеҫҫӗ.

#Чӑваш Ен, #сывлӑх, #Шупашкар районӗ, #Патарьел районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Елчӗк районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Етерне районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем