Хулара
![]() Шупашкарти икӗ ача пахчине пӗрлештернӗ. Реорганизаци 137-мӗш тата 6-мӗш ача пахчисене пырса тивнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ. Вӗренӳ управленийӗ ҫакӑ вӗренӳ пахалӑхне лайӑх витӗм кӳнине пӗлтерет. Чылайӑшӗ, ахӑртнех, унти хӑш-пӗр специалист ӗҫсӗр тӑрса юлӗ тесе шухӑшлӗ. Ҫук, кулянма кирлӗ мар. Икӗ ача пахчинчи штата та упраса хӑварӗҫ. 137-мӗш ача пахчинче ку япӑх куракан шӑпӑрлансем валли ушкӑн пур. Ӑна та пӗтермӗҫ, вӑл малашне те ӗҫлӗ. Икӗ учреждение пӗрлештернӗ хыҫҫӑн вӗсенче 562 ҫын ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |