Росстат специалисчӗсем Раҫҫейри регионсенче бензин мӗн хак тӑнине тишкернӗ. «Правда ПФО» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре бензин чи хаклисенчен пӗри шутланать.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш Енри заправкӑсенче вӑл 40 тенкӗ те 52 пус тӑнӑ. АИ-92 маркӑллӑ топливӑн пӗр литрӗ вара 37 тенкӗ те 69 пус пулнӑ. АИ-95 – 40,68 тенкӗ, АИ-98 вара 46,68 тенкӗ тӑнӑ.
Атӑлҫи федераци округне илес тӗк, ку хаксем чи пысӑккисем. Чи йӳнӗ бензин ӑҫта пулнине пӗлес килет-и? Пушкӑрт Республикинче. Унта пӗр литршӑн 38 тенкӗ те 38 пус тӳлеҫҫӗ.
Сӑмах май, ведомство специалисчӗсем Чӑваш Енре пӗр ҫынна апатланмашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине шутланӑ. Тӳре-шара шутланӑ тӑрӑх, виҫӗ хутчен апатланмашкӑн уйӑхра сахалтан та 3372,45 тенкӗ кирлӗ.