Ҫӗмӗрле районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче Степанова Перасковья Григорьевна 100 ҫула ҫитсе пырать. Ҫак вӑрам ӗмӗрте хам мӗн курни-илтнине астуса пӗтермелли те ҫук тет кинемей.
Ачаран аслисемпе танах уйра та, сӗтел хушшинче те, хурлӑхра та, ырлӑхра та. Хальхи вӑхӑтри евӗр ачалӑха шкулта, урамра ирӗклӗ те савӑнӑҫлӑ ирттерме май пулман унӑн. Вунулттӑра кача тухса ҫичӗ ача ҫитӗнтерсе тӗрӗс ҫул ҫине кӑларнӑ Праски килем упӑшкипе пӗрле. Тӗнче Вӑрҫи тухсан упӑшки ҫара тухса кайнӑ, аманса таврӑннӑ. Мӗнле чӑтса ирттернӗ-ши ҫак хӗрарӑмсен чӗрисем усал саманан пӑтӑрмахӗсене?
1996 ҫултанпа упӑшки ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн Праски килем хӑй килӗнче мӑнукӗпе пурӑнать. Ывӑлӗсем катара: Мускавра тата Ӗремпурта ӗҫлесе кил-ҫурт ҫавӑрнӑ. Тӑван яла кашни ҫулах пӗрре килсе каяҫҫӗ. Ачисем патне пурӑнма куҫас шухӑш нихӑҫан пуҫра пулман унӑн. «Мӗнле-ха, хам ҫуралнӑ вырӑна, атте-аннене, юратнӑ упӑшкана, пускил-тӑвансене пӑрахса кайӑн?», — те ыйтать, те ҫирӗплетсе калать ҫӗр ҫула пуснӑ пулсан та уҫӑ тӑнлӑ, ҫирӗп ӑслӑ хӗрарӑм. Ҫак Мӑн Кун ҫывхарнӑ май ял-йыш, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗн тата Тӑванкас администрацийӗсем Степанова Перасковья Григорьевнана сывлӑх ачисемпе манукӗсемпе малалла та савӑнса пурӑнма сунаҫҫӗ. Ҫирӗплентӗр, самарлантӑр тата тымарлантӑр савнӑ чӑваш халӑхе! Ҫапла пултӑр-и, чӑвашсем!