Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чӗмпӗр облаҫӗнче — Чӑваш культурин кунӗсем

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Елена Тус 13.03.2018 16:35 | 318 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Чӗмпӗр облаҫӗнчи районсенче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ Чӑваш культура кунӗсем иртеҫҫӗ. Чертаклӑ, Ҫинкӗл, Кӑлаткӑпуҫ, Майна, Ҫӗнӗ Малӑкла, Мелекесс районӗсенчи чӑваш ялӗсенчи ентешсем Ҫутта кӑлараканӑмӑра асӑнса пысӑк уявсем йӗркелерӗҫ.

Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстаҫӑсем ал ӗҫӗсен, И.Я. Яковлев кун-ҫулӗпе тата пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ кӗнекесен, ӳкерчӗксен, вӗт шӑрҫаран тӗрленӗ тата ӑсталанӑ капӑрлӑхсен, чӑваш апат-ҫимӗҫӗн куравӗсене йӗркеленӗ. Кашни районтах чӑвашсене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗсем, УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев саламланӑ.

Чӑваш культура кунӗсене тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ уява вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсен вӑйӗпе хатӗрленӗ тата Шупашкартан килсе ҫитнӗ артистсен — ЧР тава тивӗҫлӗ артисткин Людмила Семеновӑн, Денис Пугач юрӑҫӑсен тата купӑс ӑстин Александр Сорокинӑн пысӑк та илемлӗ концерчӗпе тӑсӑлнӑ.

#культура, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #уявсем, #кӳршӗре, #Иван Яковлев, #куравсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Депутата эрос теми аптӑратнӑ
2017, 04, 18
Букварь уявне палӑртнӑ
2017, 10, 24
Чӗмпӗрсенче чӑвашлӑх чакмӗ — автономи юбилейне уявларӗҫ
2017, 10, 31
Александр Вражкин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ
2018, 01, 20
Чӑваш халӑхӗ, сана пуҫ таятпӑр!
2018, 02, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org