Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Александр Вражкин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.01.2018 19:46 | 2313 хут пӑхнӑ
Культура
Александр Вражкина саламланӑ самант
Александр Вражкина саламланӑ самант

Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ӗнер Раҫҫей тата Чӑваш Республикин пичет кунне уявларӗҫ. Сумлӑ журналистсене премисемпе чысланӑ май темиҫе ҫынна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ятпа наградӑларӗҫ. Вӗсен йышне «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн директорӗ Александр Вражкин, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Алена Ткач, «Чебоксарские новости» хаҫат тишкерӳҫи Вера Фомулина пулчӗҫ. Александр Вражкина илес пулсан вӑл чӑвашлӑхшӑн сахал мар ӗҫ тунине пӗлетпӗр, ҫавна май Чӑваш халӑх сайчӗ ӑна чун-чӗререн саламлать!

Вражкин Александр Николаевич Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ирҫел ялӗнче 1962 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1980 ҫулта Вӑта Тимӗрҫен ялӗнчи вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университетне ҫул тытнӑ. 1985 ҫулта аслӑ пӗлӳ илсен «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра журналистра тӑрмашнӑ. 1991–1995 ҫулсенче «Чебоксарские новости» хаҫатра ӗҫленӗ: культура тата воспитанипе вӗрентӳ пай редакторӗнче, редакцин яваплӑ секретарӗнче. Вӑл вӑхӑтрах чӑвашла тухакан «Шупашкар» хула хаҫатне редакциленӗ. 1999 ҫулта «СВ-Пресс» издательство ушкӑнне йӗркеленӗ, унӑн директорӗ-тӗп редакторӗ пулса тӑнӑ. 1988 ҫултанпа Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.

#чыславсем, #уявсем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Ирҫел, #культура, #Чӑнлӑ районӗ, #Чебоксарские новости

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем