Иртнӗ ҫул Раҫҫейре фанфурик сутма чарчӗҫ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарласах тӑнӑччӗ. Анчах саккуна пӑсакансем ҫук мар, сутма юраманнине пӗлсе тӑрсах аптекӑра фанфурик «ярӑнтараҫҫӗ». Ҫавна май лару-тӑрӑва тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Анчах хӑшӗ-пӗри кирек епле пулсан та услам тӑвасшӑн. Фанфурик сутма юраманнине пӗлсе тӑрсах хайхискерсем одеколон сутса кӗсйине хулӑнлатаҫҫӗ.
Нумай пулмасть полицейскисем Шупашкарти Мир проспектӗнчи пӗр складра одеколон тупнӑ. Ку тавара мӗнле сутма юрани пирки ҫавӑнтах ҫырса ҫапнӑ. Анчах сутуҫӑ темиҫе флакона курттӑммӑн мар, ахаль сутнӑ. Вӗсене кулленхи тум тӑхӑнӑ полици ҫынни туяннӑ. Хакӗ 21 тенкӗ те 60 пус пулнӑ. Раҫҫейре вара 58 тенкӗрен йӳнӗрех тӑракан спиртлӑ шӗвеке сутма чарнӑ.
Фирма ертӳҫи куншӑн сутуҫа айӑплать. Ахӑртнех, штраф виҫине чакарасшӑн ӗнтӗ. Ара, юридици сӑпачӗн 30-40 пин тенкӗ тӳлемелле вӗт.
Полици ӗҫченӗсем малашне те кунашкал тӗрӗслевсене ҫӳрӗҫ, саккуна пӑсса спиртлӑ шӗвек сутакансене тупса явап тыттарӗҫ.