Чӗмпӗр ӗлӗкхи (1861) карттӑ ҫинче.
В.И.Ленин чӑвашсен тӗп хулине Чӗмпӗрте тӑвасшӑн пулнӑ текен сас-хурана эсир илтнех ӗнтӗ.
Чӑнах та ҫаплах пулнӑ-ши?
Ҫакнашкал сас-хурана историлле ҫӑлкуҫсемпе ҫирӗплетме майсем пур пек туйӑнать.
Ак ман алла та ҫавнашкал пӗр тӗслӗх килсе лекрӗ.
Мӗтри Юман 1934-мӗш ҫулхи майӑн 3-мӗшӗнче пӗр ҫыру ҫырать. Ҫав ҫырӑва В.П.Станьял "Манӑн мӗнле айӑп пур-ха?" ятпа Мӗтри Юманӑн "Ҫырнисен пуххинче" пичетлесе кӑларнӑ (Шупашкар, 1997-мӗш ҫул).
Унта акӑ мӗн вулатпӑр:
Чӑваш автономилле облаҫне туса хурсан работниксенчен нумайӑшӗ Пысӑк Чӑваш ҫӗршывне (центрӗ — Чӗмпӗр хулинче) туса хурас ӗмӗт-тӗллевпе ӑшталанса ҫӳрерӗҫ. Владимр Ильич ырланӑ тесе ӗнентерсех калатчӗҫ.
Куратӑр-и: "... Владимр Ильич ырланӑ тесе ӗнентерсех калатчӗҫ" — тет(!!!).
Эпир пӑхса тухакан историлле ҫӑлкуҫ 1934-мӗш ҫулта "шӑтса тухнӑ".
Вӑт ҫапларах япала...
Тепӗр хут: асӑрхӑр, тархасшӑн, ку паян е ӗнер каланӑ сӑмах мар. 1934-мӗш ҫулта каланӑ. Майӑн 3-мӗшӗнче. Урӑхла каласан, хайхи эпир тишкерекен сас-хура халь мар, УН ЧУХНЕХ ҫуралнине пӗлтерет. Аслӑ Атилӗх вӑрҫичченех. Ҫитменнине тата Мӗтри Юман кун пирки иртнӗ вӑхӑтра калать. Эппин сас-хури татах та маларах ҫуралнӑ.
Кунта тата ҫакна калани выранлӑ. Чӑваш автономийӗ йӗркеленсе аталаннӑ вӑхӑтсенче Мӗтри Юман Шупашкарта пурӑннӑ. Кӑшт каярахпа ҫеҫ вӑл, арӑмӗ вилнине кура, Мускава тухса кайса унта ӗҫе вырнаҫнӑ. Шупашкартан кайсан та, тухса кайиччен те унти хыпарсене йӑлт пӗлсе тӑнӑ.
Кунашкал сас-хура ниепле те хай тӗллӗн, ним сӑлтавсӑрах тухма пултарайман. Вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть теҫҫӗ вӗт. Тем тесен те пулнах кунашкал япала.
Мӗншӗн-ха эп ҫак япалана "сӗтӗрсе кӑларма" шутларӑм? Акӑ мӗншӗн!
Хӑшпӗр историксем кунта хускатнӑ йышши ыйтусене пӑхса тухкалаҫҫӗ. Сӑмахран, ку тӗлӗшпе С.Щербакова асӑнма пулать. Анчах та вӗсем (Щербаков ҫеҫ мар) кунашкал ҫӑлкуҫсене ытлашши питех пырса перӗнмеҫҫӗ. Кам чакаланса лартӑр-ши чӑвашла ҫырнӑ хайлавсем хушшинче?
Эп вара ҫавнашкал кӑлтӑка сирсе ярасшӑн. Акӑ, курӑр, сирӗн умӑрта 1934-мӗш ҫулхи документ!
Нарративлӑ ҫӑлкуҫ теме пулать пуль ҫакна. Е апла кӑна та мар — ҫырӑвӗ ҫапах та официаллӑскер вӗт! "Полиграфи Промышленноҫӗпе Пичетре Ӗҫлекенсен Союзӗн Тӗп Комитетне — Магидов юлташа, Совет писателӗсен Союзӗн Тӗп Комитетне — Юдин юлташа, ВКП (б) Чӑваш АССР Обкомне — Петров юлташа, ГИХЛ ҫумӗнчи писательсен ушкӑнӗн Комитетне — Бахметьев юлташа" ҫырнӑ официаллӑ ҫыру!
Чӑн-чӑн документ, чӑн-чӑн ҫӑлкуҫ!
Кунашкал ҫӑлкуҫран вара никам та пӑрӑнса иртме пултараймасть.
Малалла вара мӗскер? Эсир хуть те мӗн тӑвӑр та, эп вара Юхма Мишшин "Чӑнлӑх" калавне истори призми витӗр пӑхса тишкерме каятӑп.
Таса пулӑр!
P.S. Ку ҫырава темӗнле сӗнӳ тӑратнӑ пек йышӑнмалла мар. Историе пӗлмелле — акӑ мӗнле кунта тӗп лейтмотив. Ҫавӑн пекех "Чӑвашорг" ятарласа ирттернӗ ыйтӑм результачӗсемпе те паллашма сӗнетӗп — https://chuvash.org/iytam/73.html
Базиль Кириллов // 1421.39.8861
2018.02.15 11:06 | |
Питӗ кӑсӑк статья: нумай тӗрӗс шухӑшсем каланӑ. Анчах та, Алексей Петрович, кун пирки В.Н. Клементьев ҫырманччӗ-и? | |
Agabazar // 2989.26.5091
2018.02.15 13:48 | |
Ĕнтĕ Элекçей Петровччă пулмашкăн телей килсе тухрĕ иккен...
Эпĕ кунта пуринчен малтан темĕнле документ тупрăм тесе каламан. "Алексей Петрович" кам иккенне вара пачах та пĕлместĕп. Кам вăл? В.Н.Клементьев çырнă пулсан — çырнă пултăр. Вара мĕншĕн уншăн пăшăрханса лармалла? Илсе килсе кăтартăр кунта Клементьев çырнине. Эпир те курар. Кун пирки тата ытти хăшпĕр çăлкуçсенче те систерсе каланисем пур. Шел пулин те, чылай чухне шахвăртса çеç. Ав Щербаков ку ыйту тĕлĕшпе яланах "документ çук" текелет. Анчах та вăл Юман каланисене туртса кăларнине астумастăп. Чăвашла Чĕмпĕр пирки Коричев Ленинпа тĕл пулнă чухне калаçнă пуль тетчĕ. |