Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче 3D-кинотеатр уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каснӑ. Унта хисеплӗ хӑнасем те хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ кинотеатрта «Легенда о Коловрате» фильм кӑтартнӑ. Ӑна курсан ҫынсем савӑнӑҫне пытарайман. Ара, сасӑ лайӑх илтӗнет, хулари кинотеатртан пӗрре те кая мар.
«Кино фончӗ» пулӑшнипе Чӑваш Енре 13 кинотеатр уҫӑлмалла. Кашнин валли 5-шер миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Чылай кинотеатр район центрӗнче вырнаҫӗ. Комсомольски районӗнче вара – Урмаелте. Мӗншӗн шӑпах унта? Ку паллӑ мар. Нумаях пулмасть Урмаел ял мар, сала пулса тӑнӑ. Кинотеатра унта уҫассине ку витӗм кӳнӗ-ши вара?