Сызрань хулинче Халӑхсен туслӑхӗн «Добро пожаловать, соседи!» (чӑв. Кӳршӗсем, ырӑ сунса кӗтетпӗр) фестиваль иртнӗ. Мероприятие нимӗҫсен «Надежда» (чӑв. Шанчӑк) центрне пыракан Расима Салаватова йӗркеленӗ. Унта Сызраньти наципе культура центрӗсемпе автономийӗсем, ҫав шутра чӑвашсем те, хутшӑннӑ.
Чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Надежда Назарова чӑвашсем хӑнасене епле кӗтсе илнипе паллаштарнӑ. Вӑл чӑвашсен «Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантарса яма пар» (ҫӑлкуҫра кӗлӗ сӑмахне «Продрогшего отогрей, голодного накорми» куҫарупа илсе кӑтартнӑ, ӑна ваттисен сӑмахӗ тенӗ — Авт.) кӗлӗ сӑмахӗсем пурри пирки пӗлтернӗ. Тарават тени те чӑвашсен хӑналанине, хисепленине пӗлтерет. Чӑвашсен ҫемье уявӗсем нумай тенӗ Надежда Назарова. Унта ҫемье пуҫӗн, кил хуҫи арӑмӗн, хӗрсемпе ывӑлсен ролӗ пуррине ӑнлантарнӑ вӑл. Чӑвашсен фольклор ансамблӗ те уява хутшӑннӑ.