Куславкка районӗнчи Тӗмшерте пурӑнакансем пӑшарханса ӳкнӗ. Хытӑ сийлӗ ҫул вырӑнне ял варринче пылчӑк ҫӑрӑлать.
Тӗмшерти, Тури тата Анат урамсенчи 3 ҫухрӑм ҫула вак чул сармалла пулнӑ. Ӗҫе пурнӑҫлама хыснаран 18 миллион та 900 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах аукционра мала тухнӑ ДРСУ-5 подряд организацийӗ ӗҫе пӗр уйӑх каярах пуҫӑннӑ. Строительсем ял варринчи ҫула ҫӑрса тӑкнӑ, хӑйӑр сарма пуҫланӑ. Анчах ӗҫ тӑрук чарӑнса ларнӑ.
Ял ҫыннисем халӗ урам варрипе утаймаҫҫӗ. Водительсем те кил умне ҫитеймеҫҫӗ. Хапхасем умӗнче тӑпра купи выртать, выльӑх-чӗрлӗх те ун урлӑ нушаланса каҫать.
Ял ҫыннисем чун ыратӑвӗ пирки «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсене пӗлтернӗ. Леонид Петров вырӑна тухса репортаж ӳкернӗ. Тӗмшерсен ҫивӗч ыйтӑвӗ пирки вӑл ЧР Элтеперне пресс-конференцире те пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев ку лару-тӑрӑва уҫӑмлатма шантарнӑ.