Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: Валентина Егорова Олимп чемпионӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 27.09.2011 16:50 | 1931 хут пӑхнӑ

Муркашри стадионта ҫӑмӑл атлетсен кросӗ иртрӗ. Спортпа туслисем Валентина Егорова Олимп чемпионӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ. Шел пулин те, спортсмен уява хӑй килеймен, ӑмӑртӑва вара тӗнчипе паллӑ Вера Соколовӑпа Нина Охотникова ҫӑмӑл атлетсем хутшӑнчӗҫ.

Муркаш районӗнче ҫак ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, кӑҫал ӑна 20-мӗш хут ирттерчӗҫ. Хутшӑнакансен шучӗ 600 яхӑн.

Чупу кунӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене пӗрлештерчӗ. Трасса ҫинче тупӑшса вӑй виҫес шухӑшлисемсӗр пуҫне уява чылай хӑна, спортпа туслисем пухӑнннӑ. Чылайӑшӗ кунта хӑй сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйланине кӑтартас, ыттисене те спортпа туслашма чӗнес тесе хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа старта ватти те, вӗтти те тухрӗ. Ача-пӑча садне ҫӳрекенсем ӑмӑртӑва хутшӑнса уявӑн чи ҫамрӑк спортсменӗсем пулнипе асра юлчӗҫ. Тупӑшӑва вӗсем кӑҫал пӗрремӗш хут хутшӑнчӗҫ. Ӑмӑртӑва ӑста атлетсемпе пӗрлех район администрацийӗн ӗҫченӗсем, предприятисемпе организацисен командисем те тухрӗҫ. Шкулта вӗренекенсем хушшинчи кӗрешӳ вара уйрӑмах ҫивӗч иртрӗ.

Ҫамрӑксем хушшинче Йӳҫкасси шкулӗнче вӗренекен Петр Семенов мала тухрӗ. Хӗрсенчен Татьяна Блиновӑпа Диана Чернова 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Организацисен ушкӑнӗсенчен Никита Николаев чи маттуррисен шутӗнче пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене куҫакан кубока Шомик ялӗнчи шкул ҫӗнсе илме пултарчӗҫ, предприятисем хушшинче ҫак тивӗҫе Муркашри чӑх-чӗп фабрики тивӗҫрӗ.

Спорт уявне йӗркелекенсем ӑмӑртӑва хутшӑнакансене чупӑвӑн тӗп паллиллӗ футболкӑсене, маттуртараххисене тӗрлӗ спорт хатӗрӗсем парнелерӗҫ. Мала тухнисем вара Нина Охотниковпа Вера Соколова ҫӑмӑл атлетсен аллинчен медальсемпе дипломсем илме тивӗҫ пулчӗҫ.

#Муркаш районӗ, #Муркаш, #Йӳҫкасси, #спорт, #ҫӑмӑл атлетика, #Шомик

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем