Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпар: Суя реле хатӗрӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 22.09.2011 17:35 | 1310 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Шупашкарти электроаппарат заводӗнче вӑрттӑн майпа туса хатӗрленӗ реле хатӗрӗсене тӗп турӗҫ. Виҫӗ пысӑках мар компани пуҫлӑхӗсем суя продукцие ҫӗршывӑн 19 тӑрӑхне ӑсатса тӑнӑ, суту-илӳ питӗ ӑнӑҫлӑ пынӑ. Ҫавах та ултавҫӑсене тупса киревсӗр производствӑна чарса лартнӑ.

Суя продукцие 2007 ҫулта кӑларма тытӑннӑ. Ултавҫӑсем кивӗ, юрӑхсӑра тухнӑ хатӗрсене ҫӗнӗрен пуҫтарнӑ та ҫӗнӗ тесе сутнӑ. Тавара вара пысӑк заводӑн маркировкипе паллӑ тунӑ. Айӑплисен пурин те электроаппарт енӗпе пӗлӳ пулнӑ, пӗри хӑй вӑхӑтӗнче электроаппарат заводӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та суя релесем пуҫтарасси вӗсемшӗн йывӑрлӑх пулман. Ҫапах та ҫак хатӗрсем юрӑхлӑ теме ҫук, вӗсем час-часах вана-вана кайнӑ. Пӗрех тавара йӳнӗрех хакпа сӗннине кура ӑна туянас текенсем тупӑнсах тӑнӑ. Релеҫӗсем завода темиҫе миллион тенкӗлӗх сӑтӑр туни паллӑ.

Суя релесене чӑннисенчен уйӑрма ансат мар. Следовательсен ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесе нумай ӗҫлеме тивнӗ. Сӑтӑрҫӑсене тупса айӑпланӑ, суя продукцие вара йывӑр тракторпа таптаса тӗп тума йышӑннӑ. Ултавлӑ хатӗрсене 5 грузовик таран тупнӑ. Ҫапах та, следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх: ултавҫӑсем сутнӑ реле хатӗрӗсемпе халӗ те ҫӗршывӑн хӑшпӗр предприятийӗнче усӑ курма пултараҫҫӗ. Ростехнадзор ку тӗлӗшпе тӗрӗслевсем ирттерет.

#Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем