Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шведсем Чӑваш Енре ӗҫлесшӗн

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Софья Савнеш 13.09.2017 17:43 | 195 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Швеци усламҫисемпе тӗл пулнӑ. Кеннет Хульт ертсе пыракан делегаци пирӗн республикӑна пӗрремӗш хут килмен. 2013 ҫулхи кӗркунне вӑл Ҫӗмӗрле районӗнче «Кеннет» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Халӗ унти 475 гектар лаптӑк ҫинче тыр-пул, рапс ҫитӗнтереҫҫӗ.

Шведсем акмалли лаптӑка 4,5 пин гектара ҫитересшӗн. Вӗсем тӗрлӗ енпе аталанасшӑн. Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Магнус Карлссон, Борли Андерссон тата Пьер Свенсон Чӑваш Енре сӗт юр-варӗ тата сыр туса илесси, хӑмла ҫитӗнтересси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем йывӑҫпа ӗҫлесшӗн.

Шведсем министрпа пӗрле уйсене ҫитсе курнӑ, вырма мӗнле пынипе паллашнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче хӑмла туса илнипе кӑсӑкланнӑ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #усламҫӑсем, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗрпӳ районӗн администрацине Андрей Павлов ертсе пырать
2017, 05, 12
Красноармейски районӗнчи Тусайӗнче ҫӗнӗ ФАП пулӗ
2017, 05, 25
Ҫӗмӗрлере сити-менеджера пукансӑр хӑварнӑ
2017, 07, 18
Усламҫӑсене Александр Рыбаков хӳтте илӗ
2017, 08, 04
Хусанти усламҫӑ Янсакасси ҫырмине вараланӑ
2017, 08, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org