Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе, Ҫӗрпӳ район администрацине Андрей Павлов ертсе пыма пуҫланӑ. Унӑн кандидатурине малтан республикӑри конкурс комиссийӗ пӑхса тухнӑ. Унтисен «али витӗр» тухнӑскере Районти депутатсен пухӑвӗн XIV черетсӗр ларӑвӗнче ырланӑ, депутатсем кандидатурӑшӑн сасӑланӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнче тата Раҫҫейӗн коопераци университетӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине район администрацийӗн сайтӗнче хальлӗхе пичетлеменччӗ.
38 ҫулти пуҫлӑх Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкра ҫуралнӑ. Муниципалитета вӑл Районти депутатсен пухӑвӗн хальхи созывӗ вӗҫлениччен ертсе пырӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн унчченхи пуҫлӑхӗн Александр Казаковӑн контракчӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӗҫленнӗччӗ.