Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Михаил Игнатьев Элтепер политик пулма ӗмӗтленекен ачапа тӗл пулнӑ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 31.08.2017 07:53 | 484 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, политик тата патшалӑх ӗҫченӗ пулма ӗмӗтленекен шкул ачипе тӗл пулнӑ. Шупашкарти предприятисенчен пӗринче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ чух Татьяна Владимирова хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн чухне Элтепер хӗрачана Правительство ҫуртне чӗнме шантарнӑ.

Ӗнер Таня тата унӑн амӑшӗ Елена Александровна министрсем тата ӗҫ тӑвакан влаҫра тӑрӑшакан ытти тӳре-шара ӗҫлекен ҫуртра пулнӑ. Хӗрача хӑйне чӗнессине ӗненмен, йыхравланӑ хыҫҫӑн савӑннӑ тесе пӗлтернӗ.

Михаил Игнатьев унччен те шкул ачипе тӗл пулнӑччӗ. Вӑл арҫын ача Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ӑна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) вӗренетчӗ.

#шкулсем, #правительство, #тӗлпулусем, #Элтепер, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Йӗпреҫсене укҫа-тенкӗ шырама сӗннӗ
2017, 01, 09
Шкул тума банк пулӑшӗ-и?
2017, 03, 07
Хапӑсри шкулта аслӑ мичман хӑнара пулнӑ
2017, 05, 11
А.В. Кочетов ячӗллӗ шкул ятне ылмаштарать
2017, 05, 24
Ачасен хӳтӗлевҫи тротуар тӑвас ыйтупа ӗҫлет
2017, 05, 30

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org