Чӑваш программисчӗсем хатӗрленӗ программӑна Раҫҫейри программӑсен пӗрлехи реестрне кӗртнӗ. Раҫҫейри ӗҫсем унта 100 ытла кӗнӗ. Реестрти программӑсене влаҫ органӗсенче, патшалӑх учрежденийӗсенче усӑ курма сӗннӗ. Вӗсен шутӗнче «Omni-UtilitieS» автоматизациленӗ комплекс пур. Ӑна «ISERV» компанин ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Приказа Раҫҫей Федерацийӗн ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Николай Никифоров иртнӗ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
«Omni-UtilitieS» автоматизациленӗ комплекс топливӑпа энергетика комплексӗн предприятийӗсенче расчет тума тата бизнес-процессене тытса пыма йӗркеленӗ. Хальлӗхе ку продуктпа Раҫҫейӗн 70 ытла регионӗнче усӑ кураҫҫӗ.
Раҫҫей программисен Пӗрлехи реестрне пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе янӑ.