Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем тухтӑрсем ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Кадр йывӑрлӑхӗ ялсенчи ФАПсене кӑна мар, пульницӑсене те пырса тивет.
Республикӑмӑрти сиплев учрежденийӗсене шурӑ халатлисем кирлине ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тӗп врачсемпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Владимир Викторов республикӑра участокри терапевтсем тата педиатрсем 150-а яхӑн ҫитменнине пытарман. Фельдшерпа акушер пункчӗсенчен 48-шне фельдшерсем кирлӗ.
Ҫак тухтӑрсем пурте пуҫламӑш звенорисем шутланаҫҫӗ. Вӗсем, тӗлӗнмеле пек те, анчах хуласенче пушшех сахал. Шкулсенче те тухтӑрсем пулмалла тӗллев лартнине кура кадр йывӑрлӑхӗ тата вӑйлӑрах сисӗннине тавҫӑрма йывӑр мар.
ФАПсенче фельдшерсем ҫитменнишӗн ЧР Элтеперӗ хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар район пульницине сӑмах лектернӗччӗ.