Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.0 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Карикасси ял уявне иллюзионист та ҫитнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Галина Никитина 19.06.2017 22:34 | 810 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Етӗрне районӗнчи Карикасси ялӗ 250 ҫул тултарнӑ. Сахал та мар, нумай та мар. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унта пуҫласа ял уявне иртнӗ.

Пӗрремӗш хут Карикасси ҫыннисем паян хӑйсен ялӗн кунне ирттереҫҫӗ.

Унта Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Андрей Софронов, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Иванов, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа пысӑк хуласене вӗренме, ӗҫлеме кайнӑ ҫынсем, юнашар ялсем пуҫтарӑннӑ.

Уяв пӗрлештернӗ вӑйӑ картипе пуҫланнӑ. Пӗрлештернӗ хора А.В.Шаров ертсе пынӑ. Унтан ял историйӗпе сумлӑ ҫынсенчен пӗри, Карикасси ялӗнче колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ Юрий Исаев паллаштарнӑ.

А.Л. Софронов вырӑнти маттурсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ.

Концерт вара ку таран пулман артистсемпе тӗлӗнтернӗ. Хӑнана иллюзионист та килнӗ. Святослав Шоронов — Чӑваш филармони артисчӗ. Унӑн ачалӑхӗ ҫак ялта иртнӗ. Вӑл акробатла тӗрлӗ номерсем, фокуссем кӑтартнӑ.

#Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, #культура, #Етӗрне районӗ, #уявсем, #Карикасси, #ял уявӗсем, #Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чурпай ял кунӗ «С праздником» плакатпа иртнӗ
2016, 08, 12
Шӑрттансене министр та саламланӑ
2016, 08, 14
Огонексен пысӑк уяв иртнӗ
2016, 08, 29
Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗн пысӑк уявӗ иртнӗ
2016, 09, 12
Кӗрлев ял уявне вырӑсла кӑна илемлетни ял ҫыннисен кӑмӑлне кайнӑ
2017, 06, 01

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org