Хулара
![]() Паян Шупашкарта икӗ пеликан утнине асӑрханӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ вӗсем? Ара, экзотика кайӑкӗсем Раҫҫейре кӑнтӑр енче ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ вӗт. Кӗрен тӗслӗ пеликансем Энгельс урамӗнчи лавкка умӗнче ҫӳренӗ. Кайӑксем А.Николаев ячӗллӗ паркри зоокӗтесрен тухса тарнӑ-мӗн. Вӗсем зоокӗтесе чӗпӗ чухне лекнӗ, унта ӳссе аталаннӑ. Пеликансене тухса ан вӗҫччӗр тесе ятарлӑ операци тӑваҫҫӗ. Вӗсем вара темле майлӑ тухса тарнӑ. Пеликансем ҫухалнине зоокӗтес ӗҫченӗсем тӳрех сиснӗ. Иртен-ҫӳрен те, ҫак кайӑксене курнӑскерсем, вӗсем ӑҫта иккенн пӗлсен парк администрацине хыпарланӑ. Кайӑксене тытма тивнӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |