Ҫуллен республикӑри кӑнтӑр районӗсем ҫуракине иртерех тухаҫҫӗ. Унта, ҫурҫӗр районӗсемпе танлаштарсан, юр часрах ирӗлсе пӗтет.
Ҫак кунсенче Елчӗк районӗнче ҫуракине тухнӑ. Унти «Кобмайн» хуҫалӑх 13 гектар ҫӗр ҫинче курӑк акнӑ. Пӗтӗмпе районти ултӑ предприяти ҫуракине тухнӑ.
Елчӗк районӗнче пӗтӗмпе 40 пин гектар ҫинче ҫурхи ӗҫсене тумалла. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫанталӑк лайӑх тӑрсан ҫуракине кӗске вӑхӑтра вӗҫлеме палӑртнине каланӑ.
Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 585 пин гектар ҫӗр ҫинче тыр-пул акмалла. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 1,5 процент нумайрах. Паянхи кун тӗлне 4 пин гектар ҫинчи кӗрхи культурӑна апатлантарнӑ.