Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Ирина Герасимова 100 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпа ӑна тӳре-шара та саламланӑ.
Ирина Алексеевна ҫулӗсене кура мар: вӑл хӑнасене хӑйех кӗтсе илнӗ. Ун патне РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ ҫыру та килнӗ. Ватӑскер юбилей мӗнле иртесси пирки пӑшӑрханнӑ. Хӑнасем килсен вара «Лар, аннеҫӗм, юнашар» юрра шӑрантарма ыйтнӑ, чӑтса тӑрайман — хӑй те ташлама тухнӑ.
Ирина Алексеевнӑн пӗрремӗш упӑшки Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ. Унтан вӑл Алексадр Казакова тӗл пулнӑ. Анчах вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑннӑ. Хӗрарӑм 7 ача ҫуратнӑ. Пӗрремӗш упӑшкинче — иккӗ, иккӗмӗшӗнчен — пиллӗк. Шел те, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ халӗ пурӑнмасть ӗнтӗ.
Ирина Герасимова халӗ 14 мӑнукпа, вӗсен 20 ачипе, кӗҫӗн мӑнукӗсен 9 ачипе савӑнса пурӑнать. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ Ирина Алексеевна хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрре ҫеҫ чирлесе курнӑ.