Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шорккари кинемисене артистсем куҫҫуллентернӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.03.2017 06:53 | 1742 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Ӑшӑ салам темрен паха
Ӑшӑ салам темрен паха

Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан кинемисене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май тӳре-шара саламланӑ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенчен пӗри шутланакан ҫак уйрӑма центр пуҫлӑхӗн ҫумӗ Раиса Трофимова тата Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Амурцев ҫитнӗ.

Ветерансен ҫуртне ытти чухне те ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пырса ҫӳреҫҫӗ-ха, хальхинче те ҫитнӗ вӗсем. Хӑйсене хисеп тунишӗн, репертуарти юрӑ сӑмахӗсем чуна тивнишӗн хӑшӗсен куҫҫулленӗ те. Хаваслӑ кӗвӗ вӑхӑтӗнче теприсем чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.

Ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлани пурте пӗрле тулли кӗреке тавра пуҫтарӑннипе, сӗтел хушшинчи шӑкӑл-шӑкӑл калаҫупа вӗҫленнӗ.

#Сарапакасси ял тӑрӑхӗ, #тӳре-шара, #саламсем, #уявсем, #Шоркка, #Шупашкар районӗ, #ваттисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем