Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх тетелне парӑнтарма шухӑшланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Инстаграмра хӑйӗн страницине уҫнӑ.
Алексей Ладыков халӑх тетелӗнче видеоролик та вырнаҫтарнӑ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ паллӑ: вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчи 1-мӗш шкула ҫитсе килнӗ. Видеона 740 ытла хутчен пӑхнӑ.
«Республикӑри чи пысӑк шкул строительство енӗпе рекорд лартать, кӑҫал 1100 шкул ачине йышӑнма хатӗрленет», — ҫырнӑ Алексей Ладыков комментарире. Сити-менеджерӑн страницине хальлӗхе 192 ҫын пӑхса тӑрать. Ку — сахал мар. Страницӑра пӗртен-пӗр видеоролик пулнине шута илсен — пушшех те.