Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Сӗнтӗрпуҫсем «Тӑван чӗлхепе калаҫ» фестиваль ирттернӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 23.02.2017 20:10 | 1196 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче «Тӑван чӗлхепе калаҫ» фестиваль иртнӗ. Ӑна Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.

Уява ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Олимп чемпионки Елена Николаева, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Мясников ЧР культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова, Раиса Сарпи тата Альбина Юрату поэтессӑсем тата ыттисем хутшӑннӑ.

Уяв «Тӑван ялтан — космос таран» куравран пуҫланнӑ. Унта икӗ курав ӗҫленӗ: чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне ҫутатакан картинӑсем тата «Сӗнтӗр ен» ентешлӗхӗн пайташӗ П.Васильевӑн фото-куравӗ.

Юрий Исаев ку мероприяти чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑй ашшӗ-амӑшӗ панӑ чӗлхепе хаваспах калаҫнине пӗлтернӗ.

Мероприятие «Сӗнтӗр ен» ентешлӗх пуҫарнипе йӗркеленӗ. Фестивальте 13 лапам ӗҫленӗ. Вӗсенче шкул ачисем хӑнасене ӗлӗкхи йӑла, культура, тӗрӗ пирки чӑвашла каласа кӑтартнӑ.

#уявсем, #фестивальсем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #чӑвашлӑх, #Сӗнтӗрпуҫ, #ентешлӗхсем

 

Сӑнсем (41)