Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче филармонии залӗнче вӑрнарсен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Туслӑх» ентешлӗхӗн савӑнӑҫлӑ каҫӗ пулса иртрӗ. Уяв яланхи пекех ентешлӗхӗн гимнне пурте ура ҫине тӑрса юрланипе пуҫланчӗ. Юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ май экран ҫинче вӑрнарсен паллӑ ҫыннисен, ӗҫ паттӑрӗсен, культурӑпа ҫутлӑх ӗҫченӗсен, кунтан тухнӑ чаплӑ ҫар ҫыннисен сӑнӳкерчӗкӗсем ылмашӑнса тӑчӗҫ.
Хӑйне евӗрлӗ, пӗр кӑкран ҫӗкленекен «Туслӑх йывӑҫне» Чӑваш наци конгрессӗн пуҫлӑхӗ Николай Угаслов пуҫарӑвӗпе вунӑ район ентешлӗхӗсене ертсе пыракансем алӑ ҫине алӑ хурса илем кӳчӗҫ, юлташлӑха, чӑвашлӑха малашне те пӗрле ҫирӗп тытса пыма тупа турӗҫ. Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхӗн ҫулталӑкри ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен унӑн ертӳҫи Андрей Суварин каласа пачӗ, ҫамрӑксене ӗҫе хӑнӑхтарас, вӗсен культурине ӳстерес, спорта явӑҫтарас, ваттисене пулӑшас енӗпе мӗн-мӗн туса ирттернине пӗлтерчӗ. Ентешлӗх ертӳҫи хӑйӗн пуҫаруллӑ ӗҫӗшӗн Чӑваш наци конгрессӗн Хисеп хутне илме тивӗҫрӗ. Вӑрнарсен «Туслӑх» ентешлӗхне пуҫарса янӑ Леонид Тянгова ура ҫине тӑрса асӑнчӗҫ, ҫав вӑхӑтра унӑн ҫитес ӑрусене халалласа ҫырнӑ чуна пырса тивекен сӑвви янӑрарӗ. Унта вӑл район халӑхӗпе республика тӗп хулинче пурӑнакан ентешӗсене ытарлӑн икӗ ҫунатпа танлаштарнӑ. «Туслӑхра, пӗрлӗхре — вӑй, кайӑксем те икӗ ҫуначӗпе хӑватлӑ, телейлӗ тата илемлӗ», — тетчӗ Леонид Яковлевич, ҫавӑнпа та вӑл каланӑ-ҫырса хӑварнӑ сӑмахсем паян кун та унӑн ырӑ та сӑпайлӑ сӑнарне упраса пурӑнаҫҫӗ.
Ентешлӗхе тӗрлӗ ҫулсенче ертсе пынӑ Юрий Павлова, Николай Кириллова, Сергей Васильева, Владимир Федорова зала пухӑннӑ халӑх сцена ҫине хӑпартсах тав турӗ.
Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ялпа хула хушшинчи ҫыхӑнусене аталантарма пулӑшнӑшӑн ентешлӗхӗн хастарӗсене тав турӗ, район ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑрнарсем ял хуҫалӑхӗнчи кӑтартусем тӑрӑх та, промышленность утӑмӗсем енӗпе те республикӑра малтисен ретӗнче.
Ентешлӗх кашни ҫулах литература анинче палӑрнисене Иван Ивник премине парса чыслать. Кӑҫалхи лауреат — Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Вячеслав Николаев. Хаҫат ҫумӗнчи литература пӗрлешӗвӗ чылай ҫамрӑка писательсемпе поэтсен ретне тӑма ҫул уҫса панӑ. Тиражӗ — 4 480 экземпляр. Вӑл пиллӗкмӗш хут Раҫҫейри «Прессӑн ылтӑн фончӗн» дипломне ҫӗнсе илчӗ. Хаҫата хулари ентешсем те хаваспах ҫырӑнса илеҫҫӗ, тӑван район хыпарӗсемпе вӑхӑтра паллашаҫҫӗ.
Районтан тухнӑ артистсемпе культура ӗҫченӗсем — чӑваш халӑх артистки Людмила Семенова, тӗрлӗрен хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ Анатолийпе Надежда Никитинсем, Александр Арсентьев, Галина Скворцова, Ольга Ухтерикова, Клара Осокина, Родион Петров тата ыттисем, Вӑрнарти районти культура ҫурчӗн маттур коллективӗ, ялсенчен килнӗ фольклор ушкӑнӗсем халӑха чылай савӑнтарчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ каҫа Владимир Тимофеевпа Ольга Ухтерикова пысӑк профессионале шайра ертсе пычӗҫ. Сцена ӑстисенчен нихӑшӗ те ентешлӗх парнисӗр юлмарӗ, уйрӑмах хӗрарӑм артистсене пурҫӑн тутӑр ҫыхса яни, арҫынсене сехетсем парса чыслани уява илем кӳчӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернисем те парнесем илме тивӗҫрӗҫ.
Ентешлӗх «Уяври чи хастар та курӑмлӑ ял тӑрӑхӗ» конкурсра ҫӗрпелсем мала тухнине палӑртрӗ, «Уяври чи тараватлӑ ял тӑрӑхӗ» кубока ярмушкасем ҫӗнсе илчӗҫ, иккӗмӗш вырӑнта — каллех ҫӗрпелсем.