Чӑваш Енри йӑхран тухнӑ Станислав Садальские Украинӑна кӗме чарнӑ. Кун пирки lenta.ru портал пӗлтерет.
Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби артиста Украинӑна кӗме чарнӑ. Мӗншӗн? Халӑх тетелӗнче ҫырнисемшӗн. Тӗслӗхрен, «Еврокурав» пирки. Паллах, Станислав Садальский куншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ.
«Хӑйӗн халӑхӗпе ҫапӑҫакан ҫӗршыва мана, анне енчен эпӗ укрин пулсан та, кӗртмеҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӗрӗ Журналӗнче. Темле кӑмӑлсӑрлансан та актер Украинӑри хӑрушсӑрлӑх службипе тавлашасшӑн мар.
Палӑртмалла: Станислав Садальский — РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи тата Чӑваш халӑх артисчӗ. Вӑл «Место встречи изменить нельзя», «О бедном гусаре замолвите слово» фильмсенче ӳкерӗнсе чапа тухнӑ.