Раҫҫей Федерацийӗн юстици министерстви крым тутарӗсен меджлисне экстремизмла ӗҫлеҫҫӗ тесе хупнӑ, унашкал организацисен йышне кӗртнӗ. Ҫакна Крым республикин прокурорӗ Наталия Поклонская йышӑнӑвӗпе тунӑ.
Иртнӗ эрнере Крым республикин прокурорӗ меджлис ӗҫне чарса лартнӑ, ҫакна вӑл федераллӑ саккунсене пӑсасран тунӑ тесе пӗлтернӗ. Вӗсем «Экстремизма хирӗҫлесси ҫинчен» федераллӑ саккунӑн 9-мӗш тата 10-мӗш статьисене пӑсаҫҫӗ иккен.
Крым тутарӗсен меджлисне 1991 ҫулта йӗркеленӗ. Ертӳҫисен — Рефат Чубаровпа Мустафа Джемелевӑн — Крым ҫурутравне пӑрахса кайма тивнӗ, вӗсем халь тӗнче шайӗнчи шыравра. Крыма гражданла хупласа хурассин координаторне Ленур Ислямова та шыраҫҫӗ — федераци шайӗнче. Организацине хупнӑран вӗсен ӗҫне МИХсенче ҫутатма юрамасть, меджлисӑн массӑллӑ мероприятисем ирттерме, банксенче укҫа-тенкӗ тытма юрамасть.