Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Туслӑх хӗлхемӗ» иртрӗ!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.04.2011 10:34 | 2428 хут пӑхнӑ
Щербакова Изабелла
Щербакова Изабелла

2011 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртрӗ.

Фестивалӗн тӗллевӗ шкул ачисене чӑвашлӑх тӗнчине кӗртесси, чи пултаруллисене, чи тав́ҫӑруллисене палӑртасси пулчӗ.

Конкурса 59 ача хутшӑнчӗ. Вӗсем номинацие кура 3 ушкӑна уйрӑлчӗҫ.

Пӗрремӗш ушкӑнра чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем тупӑшрӗҫ, вӗсем «Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мультимеди презентацийӗсем кӑтартрӗҫ. Презентацире 3 тема пулчӗ: «Ухсай Яккӑвӗ калӑпланӑ ҫын тата ҫут ҫанталӑк сӑнарӗсем», «Юхма Мишши — ача-пӑча ҫыравҫи», «Чӑваш Енӗн тӗнче уҫлӑхне тухнӑ каччисем».

Иккӗмӗш ушкӑн «Ҫӑлтӑрчӑк» номинацире тупӑшрӗ. Кунта вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем пулчӗҫ. Вӗсем 5 станци иртрӗҫ: «Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Шахвӑрту сӑмах пуххи», «Чӑваш ҫӗр-шывӗн паллӑ ҫыннисем», «Пирӗн пултарулӑх».

Виҫҫӗмӗш ушкӑна «Шевле» номинаци пӗрлештерчӗ. «Шевле» конкурса Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл «Инҫетри планетӑсен тусанлӑ сукмакӗсем ҫинче юлӗҫ пирӗн йӗрсем…» девизпа иртрӗ. «Шевлеҫӗсем» ӳкерчӗк ӳкерессипе тупӑшрӗҫ.

«Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мала тухнисем:

1-мӗш вырӑн — Анисова Анна (Етӗрне районӗ, Палтай шкулӗ),

2-мӗш вырӑн — Миронова Людмила (Комсомольски районӗ, Хирти Мӑнтӑр шкулӗ),

2-мӗш вырӑн — Павлов Евгений (Элӗк районӗ, Юнтапа шкулӗ),

3-мӗш вырӑн — Зеленкова Анна (Патӑрьел районӗ, Турхан шкулӗ),

3-мӗш вырӑн — Соснова Валентина (Йӗпреҫ районӗ, Кӗлӗмкасси шкулӗ),

3-мӗш вырӑн — Смаева Ксения (Шӑмӑршӑ районӗ, Васан шкулӗ).

«Ҫӑлтӑрчӑк» номинацире мала тухнисем:

1-мӗш вырӑн — Щербакова Изабелла (Патӑрьел районӗ, Патӑрьел 2-мӗш шкулӗ),

2-мӗш вырӑн — Гуренькова Наталья (Куславкка районӗ, Куславкка 2-мӗш шкулӗ),

2-мӗш вырӑн — Семенова Мария (Шӑмӑршӑ районӗ, Шӑмӑршӑ шкулӗ),

3-мӗш вырӑн — Иванова Марина (Ҫӗнӗ Шупашкар хули, 6-мӗш гимнази),

3-мӗш вырӑн — Васильева Ольга (Йӗпреҫ районӗ, Йӗпреҫ 2-мӗш шкулӗ),

3-мӗш вырӑн — Павлова Фаина (Шупашкар хули, коррекци интернат шкулӗ).

«Шевле» номинацире мала тухнисем:

1-мӗш вырӑн — Осипова Кристина (Канаш районӗ, Вӑтапуҫ шкулӗ),

2-мӗш вырӑн — Макосеева Кристина (Йӗпреҫ районӗ, Пучинке шкулӗ),

2-мӗш вырӑн — Чумышева Анастасия (Тӑвай районӗ, Тӗмер шкулӗ),

3-мӗш вырӑн — Федорова Татьяна (Элӗк районӗ, Юнтапа шкулӗ),

3-мӗш вырӑн — Михайлова Светлана (Вӑрмар районӗ, Кивӗ Вӑрмар шкулӗ),

3-мӗш вырӑн — Вострова Софья (Сӗнтӗрвӑрри хули, 1-мӗш гимнази).

Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чӗререн саламлатпӑр!

Сӑнсем, Видеосем

#Етӗрне районӗ, #Комсомольски районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, #фестивальсем, #Куславкка районӗ, #Канаш районӗ, #Тӑвай районӗ, #Элӗк районӗ, #Патарьел районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Туслӑх хӗлхемӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем