Нумаях пулмасть Шупашкарта Украина ҫынни ҫухалнине пӗлтернӗ. Вӑл тӑванӗсемпе темиҫе кун ҫыхӑнӑва тухман. Амӑшӗ йӗрке хуралҫисем патне кайса заявлени ҫырнӑ.
22-ри Владимир Семенюк ӑҫтине чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗлнӗ. Ӑна тара тытнӑ хваттерте полицейскисем тытса чарнӑ. Амӑшӗ вара ҫав кун 15 сехетре унпа телефонпа ҫыхӑннӑ. Владимир ун чухне Мускава пуйӑспа кайма хатӗрленнӗ.
Ҫамрӑк ҫынна полицейскисем наркотикпа ҫыхланнӑшӑн тытса чарнӑ. Халӗ следстви пырать. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Владимир ҫурла уйӑхӗнче Украинӑран Шупашкарти савнйӗ патне кайнӑ. Ҫак кунсенче унӑн Раҫҫейре пулмалли срок тухнӑ. Амӑшӗ ывӑлӗ ҫухални пирки кунта заявление электронлӑ майпа хӑварнӑ.