Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхеҫин сумлӑ юбилейӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.01.2011 22:34 | 1677 хут пӑхнӑ
Горшков А.Е.
Горшков А.Е.

Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ларусен залӗнче Горшков Анатолий Ермолаевич чӗлхеҫӗн юбилейне палӑртрӗҫ. Мероприяти кӑнтӑрла хыҫҫӑн 13 сехет те 15 минутра факультет гимнне итленипе пуҫланчӗ.

Юбилей каҫне чӑваш филологи факультечӗн деканӗ Е.А. Андреева ертсе пычӗ. Чи малтан тухса сӑмах калакансем хушшинче Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Петрова С.В., университет проректорӗ Шуканов А.А. пулчӗҫ.

Анатолий Горшков Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 20 ҫул ытла вӑй хунӑ. Ҫакна асра тытса мероприятие институт директорӗ Исаев Ю.Н. тата чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ Дегтярёв Г.А. пычӗҫ, тухса сӑмах каларӗҫ.

Ҫавӑн пекех ЧПУри Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ ячӗпе Сергеев В.И., Чӑваш патшалӑх вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедри ячӗпе Иванов Н.Г., Муркаш район администрацийӗ ячӗпе тухса салам сӑмахӗ каларӗҫ. Саламлакансем шутӗнче тӑван факультетӑн преподавателӗсем, Муркаш районӗн елчисем, тӑванӗсем пулчӗҫ.

Факультет чиперккисем ҫӗкленӳллӗ юрӑсем юрласа юбилей каҫне илем кӳчӗҫ.

Анатолий Ермолаевич хӑйне хисеп туса пухӑннисене пурне те чӗререн тав сӑмахӗ каларӗ, малашне те сатурлӑха ҫухатмасӑр ӗҫлеме шантарчӗ.

Мероприяти хыҫҫӑн Горшков А.Е. чӗлхеҫе халалласа ӑслӑлӑх конференцийӗ иртрӗ.

 

Горшков Анатолий Ермолаевич — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент (1990). 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мешӗнче Муркаш районӗнчи Вускасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1985).

Унӑн тӗпчевӗсем чӑваш чӗлхин лексика, орфоэпи, фразеологи, стилистика, терминологи ыйтӑвӗсемпе, пуплев культурипе ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ ыйтусене тӗпчесе вӑл ҫӗре яхӑн уйрӑм кӗнекепе статья пичетлесе кӑларнӑ. Анатолий Горшков вырӑсла-чӑвашла, чӑвашла-вырӑсла, фразеологи, орфоэпи словарӗсене, чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ сборниксене хатӗрлес тата редакцилес енӗпе ӗҫлет.

#ЧПГӐИ, #юбилейсем, #ЧППУ, #Муркаш районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем