Савут ӗҫлет, тӗтӗм тухать. Апла пулсан, производство аталанать, продукци кӑлараҫҫӗ, ҫынсем ӗҫсӗр лармаҫҫӗ. Ҫапли ҫапла-ха та, анчах санитарипе эпидемологи нормисене те пӑхӑнмалла.
Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ асфальтпа бетон кӑларакан савутсем саккун ыйтнине пӑхӑнсах пӗтереймеҫҫӗ иккен.
Вӗсен ӗҫ-хӗлне асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗсленӗ те кӑлтӑксем асӑрханӑ. «Магистраль-М» ятлӑ тулли мар яваплӑ общество та, «Асфальтобетонный завод» текенни те санитарипе хӳтлӗх зонине йӗркелесси ҫинчен проект хатӗрлемен. Хӑйсем вара Атайкасси, Кивпулӑх тата Моҫҫакасси ялӗсенчен инҫе мар вырнаҫнӑ.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗлтернӗ тӑрӑх, «Асфальтобетонный завод» обществӑн производство пуҫлӑхне тата «Магистраль-М» предприятин пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.