Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Садовый» микрорайонти кафере чейпе кофене пӗр хут усӑ курмалли стаканпа панинчен тӗлӗннӗ. Ҫакна вӑл ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, районсемпе хуласен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра асӑнса хӑварнӑ.
Канашлура ытти нумай ыйтупа пӗрле социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗсене те тишкернӗ. Лавккасенче Чӑваш Енре туса кӑларакан продукци ытларах пулмалли пирки те калаҫнӑ. «Хыпар» хаҫатра Николай Коновалов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ҫак кунсенче тӗп хулари ҫӗнӗ «Садовый» микрорайонта пулнӑ май унти ватӑсем пӗр кафере ирех — 4-5 сехетрех — эрех сутма пуҫланипе кӑмӑлсӑрланни ҫинчен каланӑ. Журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫипе Михаил Васильевич ятарласа курнӑҫнӑ — лешӗ юсанма шантарнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Элтепере чейпе кофене пӗр хут усӑ курмалли стакансене пани тӗлӗнтернӗ. «Ҫул хӗрринчи кафе пулнӑ тӑк — ӑнланмалла-ха, анчах ҫакӑн пек вырӑнсенче нивушлӗ йӗркеллӗ савӑт-сапа пулмалла мар? Хула влаҫӗсен ҫак самантсене те сӑнасах тӑмалла», — тенӗ иккен Элтепер.