Эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ, ӗнер Ҫеҫпӗл Мишшине асӑнса унӑн палӑкӗ умӗнче сӑвӑ вуласа митинг ирттерчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чӑвашсен Ҫимӗкӗ кунӗнче (вӑл ӗлӗкренпе кӗҫнерникуне лекет) Шупашкарти иккӗмӗш ҫӑвара канлӗх тупнӑ Ҫеҫпӗл Мишши амӑшне те асӑнчӗҫ.
Николаева Агафия Николаевнӑна (1879.02.21–1970.12.07) асӑнма тӑванӗсем, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, чӑваш халӑхӗн историне тӗпчекен Сергей Щербаков ҫитрӗҫ. Вӗсем паллӑ поэтӑн амӑшне чӑваш йӑлипе ҫӑкӑрпа тата ытти апат-ҫимӗҫпе асӑнчӗҫ.
Каласа хӑварас пулать, Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑпри ӑҫта вырнаҫни пӗр хушӑ ҫухатнӑ пулнӑ. Вӑл ӑҫта выртнине темиҫе ҫул каялла кӑна тупнӑччӗ. Вӑл тапхӑрта Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн вилтӑприне юнашар канлех тупнӑ ачан амӑшӗ пӑхса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та асӑнма килекенсем 9 ҫулта куҫне хупнӑ Виталине те пылак ҫимӗҫпе асӑнмасӑр иртсе каймаҫҫӗ.