Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче Шупашкарта виҫӗ каҫхи шкул ӗҫленӗ: Шевченко урамӗнчи 1-мӗш шкул, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш вӗренӳ центрӗ, Социализм урамӗнчи 2-мӗш вӗренӳ центрӗ. Малашне каҫхи шкулсене реорганизацилесшӗн. Корпуссем ҫӗнӗ кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче пулӗҫ. Вӗсем 2-мӗш вӗренӳ центрӗ ятпа ӗҫлӗҫ.
Ку постановление Шупашкар хула администрацийӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ведомство ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пӗр вӗренӳ центрӗн икӗ корпус пулӗ: Трактор тӑвакансен проспектӗнче тата Социализм урамӗнче. Шевченко урамӗнчи шкулӑн вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсене пайласа ярӗҫ.
Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров 1-мӗш шкула ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн сӗнӗвне шута илнӗ. Занятисене 8-та мар, 8 сехет ҫурӑра пуҫлама йышӑннӑ. Ара, ҫул ҫине вӑхӑт ытларах тухса каять-ҫке-ха.
Ашшӗ-амӑшӗн ачисене хӑш шкула ярас ыйтӑва татса памалла пулӗ. Вӗсене икӗ вӗренӳ центрне те ҫитсе курма сӗннӗ.