Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: «Чӑваш тӑлмачӗ» — куҫаруҫӑсен ӑмӑртӑвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.06.2016 12:48 | 2813 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ конкурс пуҫарать — чӑвашларан вырӑсла куҫаракансен ӑмӑртӑвне. «Чӑваш тӑлмачӗ» конкурса куҫару ӑсталӑхне туптас тата аталантарас, чӑваш чӗлхин хисепне ӳстерес, Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗн калӑпӑшне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Ӑмӑрту ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пуҫланать те виҫӗ уйӑха тӑсӑлать. Ҫурлан 31-мӗшӗнче вӗҫленет. Конкурс Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗнче иртет. Хутшӑнакансен чӑвашла пуплевӗшсене (предложенисене) вырӑсла куҫармалла. Сертификат е пер-пӗр парне илме 50 пуплевӗшрен сахал мар куҫармалла. Кам ытларах куҫарать — ҫав мала тухать те. Ҫӗнтерӳҫӗсене куҫарнӑ сӑмах йышӗ тӑрӑх палӑртма тӗв тунӑ (пуплевӗшсем вӑрӑммисем те кӗскисем те пулнине шута илсе).

Мала тухнисене укҫан тата ытти парнесемпе хавхалантарма палӑртнӑ. Хальлӗхе шутласа хунӑ тӑрӑх 1-мӗш вырӑна тухнине 1500 тенкӗпе, иккӗмӗш вырӑна тухнине — 1000 тенкӗпе, виҫҫӗмӗшне — 500 тенкӗпе тивӗҫтерме планласа хунӑ. Ку — малтанлӑха палӑртни кӑна. Енчен те конкурс тивӗҫлӗ шайра иртсен, хутшӑнакансен йышӗ пысӑк пулсан, корпуса чӑвашла-вырӑсла куҫарусемпе пуянлатассин витӗмӗ вӑйлӑ пулсан парнесен калӑпӑшне те йышне те пысӑклатма та планланӑ.

Тулли положенийӗпе конкурсӑн страницинче паллашма пулать.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ аталансах пырать. Нумай пулмасть эпир сӑмах шыравне ҫӑмӑллатрӑмӑр, тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем турӑмӑр. Кӑлтӑксене те пӗтерсе пыратпӑр — енчен те малтан логинпа парольте латин саспаллисемпе кӑна усӑ курма май пурччӗ пулсан, халь вырӑс саспаллисемпе те, чӑвашлисемпе те усӑ курма пулать.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӑн тӗп тӗллевӗ — хӑй тӗллӗн куҫарма пултаракан электронлӑ тӑлмачсем валли база хатӗрлесси. Вӗсене валли сахалтан та 200 пин куҫарнӑ пуплевӗш кирлӗ (пирӗн вӑл виҫен 1% кӑна-ха). Ҫавӑн пекех ку корпус чӗлхе тӗпчевҫисем валли те пулӑшу хатӗрӗ пек ӑсталанать. Сӑмах май, Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗнче хальхи вӑхӑтра 470 текст кӗртнӗ. Вӗсенче пурӗ 48 пин ытла пуплевӗш, 830 пин ытла сӑмах.

#конкурссем, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #тӗнче тетелӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем