Шупашкар хулинчи ТЭЦ-2 патӗнчи транспорт чарӑнӑвӗн вырӑнӗ ҫуккишӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем чунтан пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Ирина Романова ятлӑ ҫын тӗнче тетелӗсенчен пӗринче ҫырса хунӑ.
ТЭЦ-2 тӗлӗнчи чарӑну павильонне сӳтнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен вырнаҫтарманнишӗн Шупашкарти энергетиксен кӑмӑлсӑрланӑвӗн вӑйне амперметрпа виҫсе пӗтереймӗн тенӗ ҫав ҫын.
Чарӑнӑва ҫулталӑк каялла сӳтнӗ иккен те паян кун та туса лартман. «Светофор, ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн, юр ҫине хунӑ асфальт пирки эпӗ шарламастӑп та», — тарӑхса ҫырать хайхи.
«Паян — ҫапла, хӗвел пӑхать. Ҫак кунсенче кӑна ҫумӑр самай ҫурӗ. Хӗл сасартӑк ҫӑва ҫаврӑннине кӗтмен ҫынсем сунчӑксӑрах тӑратчӗҫ. Вӗсене ҫумӑр витӗр йӗпетрӗ», — ӑнлантарать чарӑну мӗншӗн кирлине Ирина Романова.
Шупашкар пуҫлӑхӗсем патне ку ыйтупа сахал мар ҫырнине ӗнентерет, анчах чарӑнӑва хальлӗхе кӗтсе илеймен иккен-ха.
«Нумай та ыйтмастпӑр вӗт», — тет вӑл унтан. «Ҫав вӑхӑтрах савута агитаци материалне хутаҫӗ-хутаҫӗпе йӑтаҫҫӗ. Сӑнӗсем пӗрин тепринчен чипер. Ман обой илсе те тӑкакланмалла мар — ӗҫ пӳлӗмне ҫыпӑҫтарса тухма ҫитет», — чунтан тарӑхса шӑрҫаланӑ хула ҫынни.