Ҫуркунне аслати авӑтнине пӗрремӗш хут илтсен ҫерем ҫинче йӑваланма хушнӑ ваттисем. Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ — пӗлместӗп. Анчах кӑҫал пӗрремӗш аслати сасси илтӗнчӗ ӗнтӗ.
Пӗрремӗш аслати тӳрех инкек кӳнӗ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Элӗкре пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫиҫӗм кирпӗч сарая ҫапнӑ. Ҫулӑм мачча ҫинчи утта кӗле ҫавӑрнӑ.
Ҫулӑм тухнине хуҫисем курнӑ. Вӗсем тӳрех ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Пушара 10 минутран сӳнтернӗ. Пӗтӗмпе 6 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫурт тата кӳршӗсен енне каҫман.
Ҫав кунах ҫулӑм Муркаш районӗнчи дача ҫуртне тата мунчана тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем юнашар икӗ пӳрте ҫулӑмран ҫӑлнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 239 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 20 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Пушарсенче 33 ҫын вилнӗ.