Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи халӑх «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ача пахчишӗн тӳлемелли тӑкак пысӑккипе кӑмӑлсӑр.
Валентин Николаев ача пахчинче шӑпӑрланшӑн кунне 100 тенке кайса ларнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку тӑкак Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта — 80-90 тенкӗ. Ҫӗнӗ Тутаркассинчи ача пахинчи тӳлеве темиҫе уйӑх каялла ӳстернӗ.
Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн шкул умӗнчченхи информаципе аналитика центрӗн методисчӗ Альбина Князева каланӑ тӑрӑх, тӳлеве кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑ. Асӑннӑ ача пахчинче ӑна 2 ҫул ӳстермен-мӗн. Роспортебнадзорӑн ӗҫченӗсем темиҫе хут та тӗрӗслевпе ҫитнӗ, апатлану пахалӑхӗ тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Тӳлеве ӳстерни вара менюна пуянлатма, рациона пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, чӑкӑт кӗртме май панӑ.