Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑрӑшкассинчи шыв башни йывӑрлӑхра

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.07.2010 13:30 | 2010 хут пӑхнӑ
Чӑрӑшкасси пӗви. 2006, утӑ, 31.
Чӑрӑшкасси пӗви. 2006, утӑ, 31.

Шупашкар районне кӗрекен ял тӑрӑхӗсем те, хӑш-пӗрисемсӗр пуҫне, уяр ҫанталӑка пула йывӑрвӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Сӑмахран, Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенче те шыв уҫлакан башньӑсем чӑтаймаҫҫӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине пула шыв ҫитми пулнӑ. Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ: «Шыв пурне те кирлӗ, ҫынсене те, ӳсентӑрансене те, выльӑх-чӗрлӗхне те. Насусӗсем чӑттӑрччӗ ҫеҫ», — тет.

Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи лару-тӑру ҫакнашкал: кӑҫалхи ҫанталӑка пула ҫӑлсем типсех ларнӑ. Ҫырма таврашӗнчи пӗвесем те малттанхи шая ҫитеймеҫҫӗ. Чӑрӑшкассинчи ҫырмара 1985-86 ҫулсенче бетон ҫаврашкасем ярса ҫӑл тунӑ пулнӑ. Вӑл ҫӑла Дмитрий Серебряков ҫине тӑнипе алтнӑ, вырнаҫтарнӑ. Пурӑна киле, ялсенче шыв салатакан колонкӑсем ӗҫлеме тытӑнсан, ҫак ҫӑл пирки халӑх маннӑ. Кам утас килтӗр ӗнтӗ ҫырмана? Малтан унти шыва ӑсма халӑх утатчӗ. Халӑхӑн авалхи йӑлипе ҫӗнӗ мӑшӑра шыв ҫулӗ пуҫлама илсе кайни те пулнӑ.

Кӑҫал ҫак ҫӑла каллех чун кӗчӗ темелле. Халӗ унта халӑх бидонсемпе те витресемпе шыв ӑсма ҫӳрет. Колонкӑсем шыв парсах кайман чухне вӑл чухах пулчӗ. Икӗ ҫамрӑк — Андрей Синельниковпа Анатолий Панфилов ҫӑла юшкӑнран тасатрӗҫ. Халӗ унтан тӑп-тӑрӑ шыв юха пуҫларӗ. «Сивӗ шывӗ чуна уҫать», — тет ял халӑхӗ.

#Шупашкар районӗ, #Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗ, #Чӑрӑшкасси, #ҫӑл, #шыв

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем