Шӑрӑх... термометр 30-40 градус кӑтартать. Пӗвесем, юханшывсем типеҫҫӗ. Ял халӑхӗ ҫӑлкуҫсене тасатма тухни ку ҫул йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Пӗр ял тӑрӑхӗнчен, тепӗр ял тӑрӑхӗнчен хыпар килет — ял халӑхӗ нимелле вырӑнти ҫӑлкуҫсене тасатать, тирпей кӗртет.
Ак нумай пулмасть, утӑн 17-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Карапаш ял ҫыннисем те хӑйсен ҫӑлкуҫне тасатма тухнӑ. Хурӑн карти урамӗнчи (вырӑсла Березовая) кашни килтен ҫак сӑваплӑ ӗҫе пуҫтарӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле кам витре, кам кӗреҫе илсе тухнӑ. Вӗтӗр-шакӑр та юлман — аслисемпе пӗрле ӗҫлеме тухнӑ. Нимене пурӗ вӑтӑр ытла ҫын пуҫтарӑннӑ.
Маларах ку ҫӑлкуҫ пури йывӑҫран пулнӑ. Каярах тимӗртен туса хунӑ пулнӑ. Чылай хушӑ усӑ курманран ӑна курӑк та таптаса илнӗччӗ. Кункра патне ҫын ҫӳрет-ха, ҫӑл шывӗ патне каякан ҫул вара манӑҫа туха пуҫланӑччӗ.
Ҫӑлкуҫа юлашки хут 2004 ҫулта тасатнӑ. Ӑна тасатса, тирпейлесе тӑраканни Оливанов Вячеслав Гаврилович пулнӑ. Шел те, вӑл ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн ун ӗҫне тӑсакан пулман. Ҫакна асра тытса ӗнтӗ кӑҫал ҫӑлкуҫа ял халӑхӗ тирпейлесех терӗ.
Чи малтан Вячеслав Гавриловича асӑнчӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара ҫӑлкуҫа тирпейлеме тытӑнчӗҫ — йӗри-тавра тасатрӗҫ, вӑрӑм курӑка ҫӑлса тӑкрӗҫ, ҫӑлкуҫ патне анакан сукмака картлашкаларӗҫ. Каҫ еннелле ҫӑлкуҫа палласа илме те ҫукччӗ — таса, тирпейлӗ. Кунашкал ҫӑлран ӗҫес килмесен те анса пӗр ывӑҫ та пулин техӗмлӗ шывне тутанса пӑхатӑн.
Ял халӑхӗ ҫитес вӑхӑтра ҫак урамӑн тепӗр вӗҫӗнче вырнаҫнӑ ҫӑла та тасатасшӑн. Таса япала тем тесен те куҫа те илӗртет, кӑмӑла та ҫӗклет.