Шупашкарта общежитисенчи ҫутӑ пӑралукӗсене ҫӗннисемпе ылмаштараҫҫӗ.
Общежитисене халӗ ун пек калама пӑрахрӗҫ-ха. Пурте вӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗр шутланаҫҫӗ. Темле каласан та вӗсенчи ыйтӑвӗсем пӗрех юлаҫҫӗ. Ҫав шутра — кивӗ пӑралуксем те.
Шупашкар хула администрацийӗ «Шупашкарта ҫурт-йӗр строительствине тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн сферине 2014-2020 ҫулсенче аталантарасси» программӑн «Ҫынсен пурнӑҫ условине хӑтлӑх кӳресси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫласа ҫак ӗҫе кӳлӗннӗ. Кӑҫал хулари общежитисенчен пиллӗккӗшӗнче ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштарса пӗтересшӗн. Халӗ Совхоз урамри 6-мӗш ҫуртра ҫак енпе тимлеҫҫӗ. Юсав ӗҫне ҫавӑн пекех 9-мӗш Пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 2-мӗш, Текстильщиксен урамӗнчи 12-мӗш, М. Горький урамӗнчи 9-мӗш, Калинин урамӗнчи 106/1-мӗш ҫуртсенче палӑртса хунӑ.