Утӑн 3-мӗшӗнче Нурлатра чӑваш культурин «Уяв» праҫникӗ пулать, 2006 ҫултанпах ҫакӑнта иртет вӑл. Кӑҫал унта республикӑмӑртан, кӳршӗллӗ регионсенчен 50 чӑваш фольклор ушкӑнӗ хутшӑнать. Илемлӗ пултарулӑх коллективӗсемсӗр пуҫне Шупашкартан килнӗ профессионал-юрӑҫсем те халӑх кӑмӑлне ҫавӑрӗҫ. Уява пыракансем чӑваш апачӗсене, кил-ҫурт хуҫалӑхне, вӑййисене курса хаклӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑмӑла каякан пикепе яша «Уяв пикипе» «Уяв паттӑрӗ» ят илме пулӑшма пулать.