Пирӗн республикӑра «Хут бумӗ» экологи проекчӗ пурнӑҫа кӗрет. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл хут пуҫтарнине пӗлтерет. Ку ӗҫе республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви тата «ЭКА» халӑх пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ.
«Хут бумӗ» проекта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Ҫӗмӗрле районӗнчи 13 шкул хутшӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш, Шупашкарти 54-мӗш, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗсем — чи хастаррисем-мӗн.
«Йывӑҫ касни тавралӑха сиен кӳрет. Макулатурӑран 1 тонна хут хатӗрлесен 17 йывӑҫ упранса юлать, 30 пин литр шыв перекетленет», — аса илтереҫҫӗ проекта хутшӑнакансем.
«Хут бумӗ» 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ку ӗҫе кирек хӑш организаци те хутшӑнма пултарать. Проектӑн малтанхи тапхӑрне кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче «Симӗс Чӑваш Ен» экологи форумӗ вӑхӑтӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малта пыракансене парнепе хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ.