Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Раҫҫейре тата ют ҫӗршывра палӑрнӑ ӑсчаха, педагога, этнопедагогика шкулне йӗркелекене, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне, профессора, ҫыравҫа, куҫаруҫа, критика Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫма палӑртнӑ.
Унӑн бюстне шкул умне вырнаҫтарӗҫ. Аслӑ Елчӗк шкулӗ унӑн ячӗпе хисепленет. Скульптурӑна тумашкӑн халӑхран, районти ҫынсенчен укҫа пухнӑ. Палӑкӑн авторӗ — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Вячеслав Немцев скульптор. Вӑл хӑй те Аслӑ Елчӗкре ҫуралса ӳснӗ.
Халӗ бюста вырнаҫтарма хатӗрленеҫҫӗ. Постамент лартаҫҫӗ, ҫывӑхри территорие хӑтлӑлатаҫҫӗ.
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче, Аслӑ Елчӗк уявӗнче, бюста лартӗҫ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре Геннадий Никандрович патӗнче вӗреннисем, Шупашкар хӑнисем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килӗҫ. Пысӑк концерт йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав кунах Аслӑ Елчӗкре футбол енӗпе район турнирӗ иртӗ.
Сӑнсем (7)