Паян республикӑри паллӑ журналистпа Валентина Ивановапа сывпуллашаҫҫӗ. Ӑна юлашки ҫула ӑсатас текенсем Шупашкарти Граждански урамри 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Ритуал пулӑшӑвӗ» предприятие 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ҫитме пултараҫҫӗ.
79 ҫула кайнӑ Валентина Андреевна авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Вӑл 1937 ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Стрельна хулинче ҫуралнӑ. Ленинградра филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1958–1978 ҫулсенче Чӑваш радиора корреспондент, аслӑ редактор пулса тӑрӑшнӑ. 1978 ҫултанпа ӑна ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнипе пӗлеҫҫӗ.
Общество ӗҫне те Валентина Иванова хастар хутшӑннӑ. 1988–2004 ҫулсенче республикӑри ача-пӑча фондне ертсе пынӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш созыври депутачӗ те, Чӑваш Енри Общество палатин пайташӗ те пулнӑ.
Унӑн наградисене асӑнса та пӗтереймӗн. Кӗнекесене вӑл 30 ытла кӑларнӑ.