Тырӑ


Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле


1-мĕш сыпăк

...Çĕр варринче телефон шăнкравланипе вăранса кайрĕ Платон. Ырра маррине сиссе чĕри сиксе тухасла тапма тытăнчĕ. Вырăн çинчен сиксе тăрса сасă енне ыткăнчĕ арçын.

— Да! — кăшкăрчĕ чĕтрекен аллипе телефон кĕпçине ярса тытса.

— Сирĕн Виталийĕр каллех пăкă пек ӳсĕр килчĕ. Чараймарăм. Гараж алăкне çĕмĕрсе кĕрсех машинапа таçта тухса кайрĕ… — «савăнтарчĕ» кинĕ.

— Хăçан?!

— Пĕр çур сехет кайĕлле.

— Эпĕ мĕн тăваяп вара?! — хăтăрса тăкрĕ кинне вăл. — Ыран ирех ĕçе каймалла. Эсир мана канлĕ çывăрма памастăр. Хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр! — çилĕпе вăрчĕ телефон кĕпçине хăй вырăнне.

— Кам вăл? Мĕн пулнă? — илтĕнчĕ тĕттĕмре арăмĕн хăранă сасси.

— Кин шăнкравлать. Витали каллех ĕçнĕ тет. Гаражĕнчен машинине илсе тухса кайнă...

Çĕрĕпе сӳнмерĕ çутă. Ывăлне тарăхнипе пӳртрех сигарет тивертсе ячĕ Платон. Пӳлĕмре унта-кунта уткаларĕ.

«Мĕншĕн сирĕн Виталийĕр? Мĕншĕн ман мăшăрăм темест. Тахçанах çемье çавăрнă ывăлĕшĕн ашшĕпе амăшĕ яваплă-и?» — кинне те тарăхрĕ вăл. — «Хăçанччен çав ăнман ачашăн пăшăрханса пурăнмалла?»

Малалла