Туйăм


Улттăмĕш туйăм


Хĕрарăмсен кăна пур теççĕ

Çак туйăма хăш-пĕрисем.

Ыранхине те-мĕн сисеççĕ

Вĕсен асамлă чĕрисем.

 

Чăнах, асамлă та хăватлă

Хĕрарăм туйăмĕ, чĕри.

Сăмахĕ çепĕç те сăваплă,

Питех те вырăнлă, вĕри.

 

Итле-итле чуна кантарăн,

Ăшша-и хирĕç кашни çын?

Çапла туять-и-ха, мăнтарăн,

Патвар пулсассăн та арçын?

«Çĕмĕрт тĕслĕ куçсене...»


Çĕмĕрт тĕслĕ куçсене

Пĕр самант та манаймастăп.

Сан çинчен ялан шутлап.

Чĕрери туйăмсене

Хут çине кăлараймастăп,

Çав кӳрет мана асап.

 

Тĕксĕм каç çак пӳлĕмре

Шур хута эп варалатăп

Пушă сăмахсем çырса.

Эрнерен иртет эрне,

Саншăн çеç эп тунсăхлатăп,

Вăрттăн куççуле шăлса.

 

Мĕн çырни — йăлтах суя:

Сăмахпа уçса калаймăн

Чĕрере мĕн пуррине.

Пурпĕр манмăп эп сана.

Çутă ĕмĕтĕм эс манăн,

Чун çунтармăш ĕмĕрне.